Музыка инструменчĕсем ăсталакан вĕрентекенпе йĕркеленĕ тĕл пулу

Музыка инструменчĕсем ăсталакан вĕрентекенпе йĕркеленĕ тĕл пулу



Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ мĕн авалтан. Паянхи ман сăмахăм Петров Г.Н. çинчен пулĕ. Геннадий Николаевич 46 çул хушши шкулта физика предметне вĕрентет, хăй мĕн пĕлнине ачасем патне çитерме тăрăшать. Вĕрентекен урок тулашĕнчи ĕçре те хастар. Вăл тăрăшнипе шкул ачисем робототехникăпа паллашаççĕ, ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.

Юратнă ĕçсĕр пуçне Геннадий Николаевичăн чун йăпатмăш ĕç пур. Вăл пушă вăхăт тупса музыка инструменчĕсем ăсталать. Ҫак ĕçе пуçăнма мĕн хавхалантарни пирки вĕрентекен 7-мĕш класс ачисене каласа пачĕ, хăй ăсталанă инструментсемпе каласа кăтартрĕ.

Пирĕн шкулта çакăн пек маттур, пултаруллă çын пурришĕн савăнас та мухтанас килет.


Источник: Катмакова Л.А.