Асанкасси шкул библиотекинче «Патриарх пурнăçĕ» кӗнеке куравне йӗркеленӗ

Асанкасси шкул библиотекинче «Патриарх пурнăçĕ» кӗнеке куравне йӗркеленӗ



Асанкасси шкул библиотекинче «Патриарх пурнăçĕ» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Ăна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Куракансем патриарх биографийӗ ҫинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултарĕç. Ҫавӑн пекех Иван Яковлев ачасем валли ҫырнӑ кӗнекисемпе те паллашма май пур. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Источник: Катмакова Л.А.