"Чӑваш чӗлхи-тӑван чӗлхе" ятпа концерт иртрӗ

"Чӑваш чӗлхи-тӑван чӗлхе" ятпа  концерт иртрӗ



Паян, ака уйǎхӗн 25-мӗшӗнче, Асанкассинчи пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта Чăваш чěлхи кунне уявларěç. Шǎпах çак кун, 174 çул каялла, çут тӗнчене тǎван халǎха çутлǎх  парнеленӗ Аслǎ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев  çуралнǎ. Халǎха çутта кǎлараканǎн пархатарлǎ ӗçне  чǎваш халǎхӗ   яланах сума сǎвать, мӗншӗн  тесен  унǎн вӗрентӗвӗ  чǎваш  çыннине   малалла утма  анлǎ çул хывма  пулǎшнǎ.

Чăваш чěлхи кунне халалласа, клубра, "Чӑваш чӗлхи-тӑван чӗлхе" ятпа концерт иртрӗ. Вӗренекенсемпе класс ертӳҫисем те ҫак уява хастар хутшӑнчӗҫ.  Унта вěсем чěлхе халăхăмăрăн хаклăран та хаклă пуянлăхě, наци пěрлěхěн символě шутланнине палăртрěç. Хамăрăн илемлě те çепěç чěлхепе сăвăсем вуларěç, юрăсем юрларěç, илемлӗ чӑваш ташшисем ташларӗҫ. "Солнышко" ача садне ҫӳрекенсем те: Иванова Миланӑпа Федорова Дарина "Пукане" юрӑпа куракансене савӑнтарчӗҫ. 

Çавăн пекех  вěренекенсемпе вěрентекенсем «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ-2022» акцие хутшǎнчěç. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма хавхалантарасси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни пĕлӳ шайне тĕрĕслемелли мел те пулса тǎрать. «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2022» акцие 22 вĕренекенпе 3 вӗрентекен хутшǎнма кǎмǎл турĕҫ. Вĕсене пурне те тав сǎмахĕ калатпăр.


Источник: Чумакова Г.Н.