«Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе»

«Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе»



«Авалтан пыракан ырă йăлана пăхăнса пурăн, вĕсене çамрăк ăрăва халалласа вĕрентсе хăвар», - тесе каланă пирĕн вĕрентекенĕмĕр Г.Н. Волков.

Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе тата аваллăхсăр малашлăх пулманнине тĕпе хурса кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» ятпа уяв ирттертĕмĕр.

Чаплăран та чаплине,

Хаклăран та хаклине

Хунă хăйĕн арчине

Пирĕн ватă асанне,-

çак сăмахсемпе пирĕн асанне хăйĕн арчинчи тупрапа мăнукĕсене паллаштарма пикенчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ пиртен çĕленĕ кĕпесем ачасемшĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Тухья, хушпу, тевет, шÿлкеме, масмак тата ытти те тухрĕç арча тĕпĕнчен. Авалхи хĕрарăм ĕçчен сăнарĕ ачасен куçĕ умне тухса тăчĕ.

«Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать.Тăван чĕлхесĕ пĕлÿ çук», - тенĕ чăвашсен хисеплĕ те сумлă улăпĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Ҫавăнпа та вăл пуласлăх çыннисене тăван чĕхене упрама пиллесе хăварнă.

Ачасем уявра  чăвашла сăвăсем каларĕç, юрăсем юраларĕç тата ташăпа савăнтарчĕç. Унтан вĕсем «Ал татмалла» вăййа  хаваспах вылярĕç.

Уява пĕтĕмлетнĕ май, кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем Калюкова А.Н., Копташкина О.Н., Салаева Т.В. çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас, ăна пуянлатас ĕçе манмалла маррине каласа хăварчĕç. Чи пултаруллисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Уяв питĕ хаваслă та савăнăçлă иртрĕ.

            Чăваш чĕлхи малашне те кашни кун янăратăр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, ача садĕнче те, шкулта та!


Источник: Копташкина О.Н., Калюкова А.Н., Салаева Т.В.