Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ

Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ
Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ



Ака уйӑхĕн 29-мĕшĕ – Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсене 1992 ҫулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ, ҫавна кура пирĕн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Асанкасси вăтам шкулĕнче те паян уяв, кашни класрах Чӑваш Республикин гимнĕ (сӑвви И.Тукташӑн, кĕвви Г.Лебедевӑн) янӑрарĕ. Пур ача та, вĕрентекенсем те ҫак уява хутшӑнчĕҫ, уроксенче Чӑваш Республикин Патшалăх символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен калаҫрĕҫ, презентацисем пӑхрĕҫ, викторина ыйтӑвĕсем ҫине хуравларĕҫ. Кĕҫĕн класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкерчĕҫ. Элли Юрьев художникран пĕрре те кая мар пулса тухрĕҫ вĕсен ӳкерчĕкĕсем. Ялаври «Пурнӑҫ йывӑҫне», виҫĕ ҫӑлтӑра палӑртнӑ чухне чӑвашсем пирĕн ҫĕр чӑмӑрĕ ҫинче миҫен пурӑнни ҫинче, тулай чӑвашĕсем камсем пулни ҫинче, П.Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахсен пĕлтерĕшĕсем ҫинче чарӑнса тӑчĕҫ шкул ачисем.

Чӑнах та, тӑван патшалӑх символĕсене хисеплесси – кашни ҫын тивĕҫĕ.


Источник: Копташкина О.Н.