Ҫамрăк корреспондентсен 4-мĕш слечĕ иртрĕ

Ҫамрăк корреспондентсен 4-мĕш слечĕ иртрĕ
Ҫамрăк корреспондентсен 4-мĕш слечĕ иртрĕ



Ҫу уйăхĕн 19- мĕшĕнче «Хыпар» издательство çуртĕнче çамрăк корреспондентсен 4-мĕш слечĕ кĕр кĕрлерĕ. Ҫак слета кайма Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ирина Копташкина та тивĕç пулчĕ.

Чи малтанах юнкорсене цифра аталанăвĕпе информации политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕç.

Ачасем журналистикăпа, дизайпа, сăн ÿкерессипе тата ÿкерчĕк тăвассипе, тĕрлессипе ăсталăх классĕсене хутшăнса нумай çĕнни пĕлчĕç. Кун хыççăн çамрăк çыравçăсем юмахри сăнарсемпе пĕрле флешмоба хутшăнчĕç.

Ҫамрăк корресспондентсемпе тĕл пулма чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи, чăваш эстрада юрăçисем Георгий Смирнов тата Алина Выйгетова  килсе çитрĕç.

Унччен пĕр-пĕрин ятне хаçат страницисенче çеç курнă ачасем паян паллашма та май тупрĕç. Слетра хавхаланнă хыççăн вĕсем татах та тăрăшарах çырма сăмах пачĕç.

           

Источник: Копташкина О.Н.