«Чӑваш пики-2022» конкурс иртрӗ

«Чӑваш пики-2022» конкурс иртрӗ
«Чӑваш пики-2022» конкурс иртрӗ



Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски салин культура керменӗнче «Чӑваш пики-2022» конкурс иртрӗ.

Конкурса пурӗ 6 хӗрупраҫ хутшӑнчӗ. Конкурсра хӗрсен малтан хӑйсем пирки каласа памалла пулчӗ, кайран Чăваш енри паллă ҫынсене епле пӗлнине,чăваш тумӗпе ятуллăн сцена тăрăх утассине кӑтартрӗҫ. Хӗрсем ҫавӑн пекех хӑйсен юрри-ташшисемпе жюрире ларакансемпе курма килнӗ хӑнасене савӑнтарчӗҫ. Жюри ҫыннисем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхрӗҫ.

Мероприятире тулашри илем кӑна мар, хӑйне евӗрлӗх те, пултарулӑх та, шухӑшлав та, нацилӗх те тӗп тимлӗхре пулчӗ.

Асанкасси вăтам шкулӗнче вӗренекен Ирина Иванова «Сăпайлă пике» номинацире палăрчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларӗҫ. Курма килнисем уяв ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗҫ. Конкурс вӑрӑмарах тӑсӑлчӗ пулсан та, зали халӑх саланмарӗ, кӑмӑллӑн вӗҫне ҫитичченех пӑхрӗ. Пикесен пултаруллӑхӗ, ташши-юрри, сӑвви- сӑмахлӑхӗ пурне те тыткӑна илчӗ.

Ҫамрӑксем ҫакнашкал маттур пулни, хамӑр культура патне туртӑнни пирӗн пуласлӑх, малашлӑх ҫутӑ пулнине тепӗр хут кӑтартса парса савӑнтарчӗ.


Источник: Копташкина О.Н.