Савнă ялăм-Асанкасси

Савнă ялăм-Асанкасси
Савнă ялăм-Асанкасси



Шкул çумĕнчи «Хĕвел» лагерьти паянхи куна тăван тăрăха, хамăр яла халалларăмăр. Ачасем «Савнă ялăм-Асанкасси» ятлă презентаципе паллашрĕç. Лагере çÿрекенсем хăйсем те тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вĕсемпе ачасем паян пурне те паллаштарчĕç. Уйрăмах «Денис Гордеев-Асанкасси мухтавлă ывăлĕ», «Ф.Н. Чернов-Совет Союзĕн Геройĕ», «Ял-хуçалăхĕнчи маттурсем» ĕçсене пысăк хак патăмăр.

Паянхи кун тата пирĕн ентеш Денис Викторович Гордеев çуралнă. Ăна халалласа ялти вулавăша çул тытрăмăр. Козлова Н.В. писателĕн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Паян ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç.

         

 

Источник: Копташкина О.Н.