Анне – чи лайăххи, чи ырри…

Анне – чи лайăххи, чи ырри…
Анне – чи лайăххи, чи ырри…



«Анне» - ача пуçласа калакан сăмах. Вăл кирек хăш чěлхере те çепěççěн илтěнет, мěншěн тесен хěрарăм – пурнăç, юрату, ăшă кăмăл парнелекен.

Асанкассинчи вăтам шкул çумěнчи кěçěн ушкăнри ачасем Аннесен кунне халалласа уяв ирттерчěç. Асăннă вăхăта ача садне аннесем пуçтарăнчěç. Ачасем аннесен ячěпе сăвăсем каларěç, илемлě юрăсем юрларěç, ташăсем ташларěç, тěрлěрен вăйăсем вылярěç.

«Ман анне – чи хитри» ятпа йěркеленě ӳкерчĕксен куравě аннесен кăмăлне уçрě. Юлашкинчен уяв ячěпе ачасем хăйсем хатěрленě открыткăсене амăшěсене парнелерěç. Аннесен пичě çинчен йăл кулă ан çухалтăр, куçěсенче яланах савăнăç çиçтěр!


Источник: Шалканова С.Ю.