Асанкасси вăтам шкулӗнче хăнара Храмов Геннадий Иванович

Асанкасси вăтам шкулӗнче хăнара Храмов Геннадий Иванович
Асанкасси вăтам шкулӗнче хăнара Храмов Геннадий Иванович



Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш ҫул Чăваш Енре паллă ентешсен ҫулталăкĕ тесе палăртнă.

Асанкасси вăтам шкулӗнче ку тĕлĕшпе чылай ӗҫ-пуҫ туса ирттернĕ: класс сехечӗсем йĕркеленĕ, тӗпчев ӗҫӗсем туса хамăр тăрăхри ҫынсем пирки тарăнрах пӗлнĕ, хăшӗсем паллă ентешсем пирки сăвă-хайлав та шăрҫаланă.

Акă, раштав уйăхӗн 7-мӗшӗнче пирӗн шкулта хăйӗн пурнăҫне чăваш халăх историйӗпе, культурипе ҫыхăнтарнă ҫынпа, хамăрăн ентешпе Храмов Геннадий Ивановичпа тӗл пулу пулса иртрӗ. Класа тӗттӗм кăвак костюмлă, кăкăр тулли орден-медальлӗ ҫын пырса кӗрсен пухăннисем пӗрре ăмсанса, тепре тулли кăмăлпа тинкерчӗҫ.

Чи илемлӗ, ҫут ҫанталăк кӗр енне сулăннă вăхăтра ҫуралнă Геннадий Иванович. Ҫавăнпа-и, тен, пирӗн ентешӗмӗр паттăр та пултаруллă, ылтăн чун-чӗреллӗ ҫитӗннӗ. 1947-мӗш ҫулхи ҫурла уйăхӗн 11-мӗшĕнче Храмовсен ҫемйинче ҫӗнӗ кайăк хутшăнать.  Иван Семеновичпа Ольга Егоровна пӗр шухăшлă пулса пепкене Кенук тесе ят параҫҫӗ.

Храмовсен ҫемйи ялта чи сумлă ҫемьесенчен пӗри шутланнă. Кил хуçи, Иван Семенович, ӗмӗр тăршшӗпех физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ. Мăшăрĕ, Ольга Егоровна, кӗҫӗн классене вӗрентнĕ. Вӗрентекенсен ҫемйинчен пулнăран-и, Геннадий мӗн пӗчӗкренех тантăшӗсенчен ҫирӗп вăй-халӗпе уйрăлса тăнă. Вăл паянхи кун та ҫирӗп кун йӗркине пăхăнать, сывă пурнăҫ йӗркине тытса пырать, сиенлӗ йăласене сивлет.

Сакăр класс пӗтернӗ хыҫҫăн Геннадий Шупашкарти экономика техникумӗнче вӗренет, 1966-мӗш ҫулта бухгалтер профессине алла илет. Вăл кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть, малалла хăйӗн пӗлӗвне куҫăмсăр майпа апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн институтӗнче аталантарать. 1967-1976-мӗш ҫулсенче ентешӗмӗр экономистран пуҫласа финанс пайӗн пуҫлăхне ҫитет. Ҫав хушăрах вăл наука ӗҫӗпе те кăсăкланать. Хăйӗн тăрăшулăхне пула кӗҫех Геннадий Иванович экономика наукисен кандидачӗ ята илме тивĕç пулать.

Храмов Г.И. 57 наука ӗҫӗ çырнă, «Чуваши на берегах Енисея» ятлă икӗ пайлă кӗнеке пичетлесе кăларнă. 2002-мӗш ҫултан пуҫласа паянхи кунчченех Геннадий Иванович Красноярскри чăваш наци культурин автономийӗн президенчӗ пулса ӗҫлет. Пирӗн ентешӗмӗр общество ӗҫне те хастар хутшăнать, вăлах «Раҫҫейшӗн» халăх фрончӗн, ҫӗр-шывӑн шалти йӗркене сыхлакан общество совечӗн членӗ…

Геннадий Иванович чăннипех те пултаруллă, ӗҫчен ҫын пулнине унăн кăкăрĕ ҫинчи «Туслăх», «Мухтав» орденсем, «Тăван ҫӗр-шыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ медаль ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ăна темиҫе хутчен те Раҫҫей президенчӗ алă пуснă Хисеп хутне тата Тав ҫырăвне парса чысланă. Вăл «Чăваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята та тивĕçнĕ.

Тӗл пулу питӗ кăсăклă та усăллă иртрӗ. Геннадий Иванович асăнмалăх шкул ачисене «Чуваши на берегах Енисея» кӗнекен иккӗмӗш пайне парнелерӗ. Ачасем те хăнана пушă алăпа ямарĕç, Асанкасси ялавне ӳкернӗ, ун ҫине «Савнă ялăм – Асанкасси» тесе ҫырнă чей курки пачĕç. 

    

                            

Источник: Копташкина О.Н., Лазарева Е.Н.