«Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» фестиваль иртрӗ

«Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» фестиваль иртрӗ
«Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» фестиваль иртрӗ



Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинке ялĕн культура çуртĕнче Чăваш Республикин шкулĕсенче вӗренекенсемпе çамрăкĕсен пултарулăхӗн «Туркай вулавӗсем – «Чăваш эп. Эп пулăп ЧĂВАШ ĕмĕрех» 2-мĕш фестивалĕ иртрӗ.

Çитмĕл ытла хутшăнакан Валерий Туркай тата Раиса Сарпи сăввисене сцена çинчен илемлĕ вуласа пачĕç. Конкурса хутшăнакансем Улатăр, Каçал, Канаш тата Вӑрмар тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ. Конкурса хутшăнакансене Раиса Сарпи, Валерий Туркай тата жюри пайташӗсем ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Конкурса Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑнса призерсен шутне кӗме пултарчӗҫ. Вӗсем ҫаксем: Калюкова Регина (4-мӗш класс)-вӗрентекенӗ -Калюкова А. Н; Калюкова Ирина (6-мӗш класс)-вӗрентекенӗ - Чумакова Г. Н. Данилова Лиана (4-мӗш класс), Демьянова Елизавета (6-мӗш класс), Иванова Ирина (11-мӗш класс) сертификата тивӗҫрӗҫ.

Мероприятие хутшăннă пур ачана та, вĕрентекене те тав тăватпăр. Маттурсем! Саламлатпӑр! Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

  

Источник: Чумакова Г.Н., Калюкова А.Н.