Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ



Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.

Ҫак куна халалласа тăван сăмах илемне, пуянлăхне палăртас тӗллевпе вулавӑшра «Ытарайми тӑван чӗлхемӗр» литература сехечӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ ачасене тӑван чӗлхе ҫинчен ҫырнӑ паллӑ писательсен каларӗшӗсемпе паллаштарчӗ. Тӑван чӗлхе – халӑхӑн пурлӑхӗ, унӑн ӑс- тӑнӗ, историйӗ,чун – чӗре пуянлӑхӗ пулнине ҫирӗплетрӗ. Малалла ачасем тӑван чӗлхе ҫинчен сӑвӑсем вуларӗҫ. Калаҫӑва малалла тӑснӑ май Чумакова Галина Николаевна ачасене тӗрӗс те илемлӗ калаҫмаллине ас тутарчӗ: «Хутăш пуплев вăл – тирпейсĕрлĕх, калаçу культури çукки. Вырăсла пĕлни, палах, пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ. Калаçнă чух вара вырăсла пулсан – вырăсла, чăвашла пулсан – чăвашла тĕрĕс калаçас пулать.»

«Халăх чĕлхине хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать», - тенĕ Илпек Микулайĕ. Юлашкинчен библиотекарь, Надежда Васильевна, ачасене Альпӑрт Канашӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вуласа пачӗ.

Ытарайми тăван чĕлхемĕр,

Сана манмастпăр ĕмĕрне.

Çухатас çук атте-аннемĕр

Пире пилленĕ парнене.

  


Источник: Чумакова Г.Н.