"Тӗнче уҫлӑхне" ҫул ҫӳрев

"Тӗнче уҫлӑхне" ҫул ҫӳрев
"Тӗнче уҫлӑхне" ҫул ҫӳрев



1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ этемлӗх историне ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлчӗ. 62 ҫул каялла пирӗн ҫӗршывӑн ҫынни – пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин – тӗнче уҫлӑхне парӑнтарчӗ, ҫӑлтӑрсем патне ҫул хыврӗ. Чăвашсемшӗн те Космонавтика кунӗ мăнаçланмалли тепӗр сăлтав, мӗншӗн тесен космоса парăнтарнă пӗрремӗш космонавтсен йышӗнче пирӗн Андриян Николаев та пулнă. Çавăнпа апрелӗн 12-мӗшӗнче Раççейри пӗр чăваш шкулӗ те Андриян Николаев çинчен асăнмасăр хăвармасть.

Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак куна анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Акӑ кӗҫӗн класра вӗренекенсем "Тӗнче уҫлӑхне" ҫул ҫӳревре пулчӗҫ. Ачасем космос ҫинчен,пирӗн ҫӗр-шывра космонавтикӑна аталантарас енӗпе ӗҫленӗ ҫынсем ҫинчен нумай пӗлчӗҫ. Вӗренекенсем тӗрлӗ йыварлӑхсене ҫӗнтерсе тӗнче уҫлӑхне кӗретсӗр майпа ҫитсе курма пултарчӗҫ.

             

            

                           

  

Источник: Копташкина О.Н.