«Туркай вулавӗсем-2023» поэзи фестивалĕ иртрӗ

«Туркай вулавӗсем-2023» поэзи фестивалĕ иртрӗ
«Туркай вулавӗсем-2023» поэзи фестивалĕ иртрӗ



Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнчи Хырай Ӗнел культура çуртĕнче Чăваш Республикин шкулĕсенче вӗрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхӗн «Туркай вулавӗсем – 2023» Республикӑри 5-мĕш поэзи фестивалĕ иртрӗ.

30 яхӑн хутшăнакан Валерий Туркай сăввисене сцена çинчен илемлĕ вуласа пачĕç. Елчĕк, Каçал тата Йӗпреҫ тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ конкурса хутшăнакансем.

Конкурса хутшăнакансене Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата жюри пайташӗсем ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Конкурса Асанкасси вӑтам шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Калюкова Ирина та хастар хутшӑнса 2-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ (вӗрентекенӗ - Чумакова Г. Н.) Маттур! Саламлатпӑр! Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!




Источник: Чумакова Г.Н.