«И. Я. Яковлев калавĕсенчи ваттисен сăмахĕсем» проект

«И. Я. Яковлев калавĕсенчи ваттисен сăмахĕсем» проект
«И. Я. Яковлев калавĕсенчи ваттисен сăмахĕсем» проект



Пирĕн тăван чĕлхере мĕн чухлĕ каларăш, сăмах çаврăнăшĕ, вĕрентсе каланă сăмахсем…  Ахальтен мар Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев Чăваш çĕр- шывне «çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ» тенĕ.

Мĕн пĕчĕкрен эпир кĕске, сăвă евĕрлĕ сăмах майлашăвĕсем илтетпĕр.Шкула килсен, вулав урокĕсенче ачасем ваттисен сăмахĕсем çинчен ытларах пĕлме пуçлаççĕ.

Асанкасси вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем «И. Я. Яковлев калавĕсенчи ваттисен сăмахĕсем» проект ĕçĕпе çулталăк пуçланнăранпах ĕçлерĕç.

2023 çул – Вĕрентекенсен çулталăкĕ, унсăрăн пуçне пирĕн вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев 175 çул тултарать. Ҫавăнпа та эпир суйласа илнĕ тема паянхи кун актуаллă.

Чи малтан ачасемпе Иван Яковлевич çырнă «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекене вуласа тухрăмăр.  Унтан ыйтусене тĕрĕс ăнлантарас тесе тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшрăмăр. Хамăр ĕçре 17 ваттисен сăмахĕ пуçтартăмăр. Вĕсене ушкăнсене уйăрса тухрăмăр: «ĕç», «ĕçченлĕх», «чăнлăх-ултав», «туслăх», «хыткукарлăх», «мухтанчăклăх» … Иван Яковлевич ытларах ĕçпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсем усă курать. Ахальтен мар чăваш халăхне «ĕçчен халăх» теççĕ тĕпчевçĕсем.

И.Я. Яковлев произведенийĕсен чĕлхи сăнарлă та витĕмлĕ, хăйне евĕрлĕ. Чăннипех те Яковлев - чĕлхе ăсти, ăна ку енĕпе çитекен сахал. Ваттисен сăмахĕсене тĕпчесе пĕлни ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. «Яковлев калавĕсем- ăса вĕрентекен хайлавсем», - пĕтĕмлетрĕç виççĕмĕшсем юлашкинчен.


Источник: Копташкина О.Н.