Чӑваш чӗлхи, литератури тата тăван ен культури эрни уçăлчĕ

Чӑваш чӗлхи, литератури тата тăван ен культури эрни уçăлчĕ
Чӑваш чӗлхи, литератури тата тăван ен культури эрни уçăлчĕ



Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

                                   Ухсай Яккӑвӗ

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи, литератури тата тăван ен культури эрнине «Чăваш тени чӑвашлӑхпа илемлӗ» литература композицийĕпе уҫрӑмӑр. 6-мӗш класра вӗренекенсем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе, упраса пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвă вуларĕç. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ эрнелӗх планӗпе тата И. Я. Яковлевӑн "Чӑваш халӑхне" халалӗпе паллаштарчӗ.

10-мӗш класра вӗренекенсем "И. Я. Яковлев-пирӗн  аслӑ вӗрентекенӗмӗр"кăсăклă çул çÿреве тухрĕç. Кашни "чарӑнурах" И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ.


  




Источник: Чумакова Г.Н.