«Асанне юмахĕсем» класс сехечĕ

«Асанне юмахĕсем» класс сехечĕ
«Асанне юмахĕсем» класс сехечĕ



Класс сехечĕн тĕллевĕ - сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахлăхне тата чăваш халăхĕн пултарулăхне аталантарасси‚ ăста юмахçăсене шыраса тупасси…

«Асанне юмахĕсем» класс сехетĕнче халăх юмахĕсене пĕлекенсем хушшинче ăмăрту ирттертĕмĕр тата фольклор тексчĕсене тĕпчерĕмĕр.

Асанне ачасене чăваш халăх юмахне вуласа пачӗ. Вăл юмаха артист пекех вуланăран ăна итлекен ачасем хăйсене авалхи чăваш пӳртӗнче пулса курнă пекех туйрӗç, чăваш халăхӗн йăли-йӗрки, культури çинчен нумай пӗлчӗç, тумӗпе, кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе паллашрӗç.

Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Мĕнле кăна тупра çук-ши унта? Ахах-мерченпе, тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк, алка, шÿлкеме, ама, çум çакки, хÿре, сурпан, пиртен çĕленĕ туй тумтирĕ, хĕр-упраçпа хĕрарăмăн, арçыннăн çуллахи тумĕ...

Пирĕн асанне те мăнукĕсене çак асамлă арчапа паллаштарчĕ. Çапла, несĕлсен арчара упранакан пуç капăрĕ-эрешĕсем, кĕпи-саппунĕсем пире паян çак çĕр çинче чăваш пулсах пурăнма пулăшаççĕ, хамăр тымарсене сĕткен парса чĕртеççĕ, пулас ăрусене аваллăхпа мăнаçланма май туса параççĕ.

Çакнашкал уявсем ачасене тăван халăх шăпипе тарăнрах паллашма, несĕлсен историйĕпе, культурипе, ташши-кĕввипе, йăли-йĕркипе çывăхрах туслашма, паянхи Чăваш Ен мĕнлерех аталаннине пĕлме, курма, сăнама, республикăра пурăнакан ытти халăхпа туслă пурăнмаллине ăнланма май туса параççĕ. 

  


Источник: Копташкина О.Н.