Чăваш чĕлхи кунне халалласа уçă урок иртрĕ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа уçă урок иртрĕ
Чăваш чĕлхи кунне халалласа уçă урок иртрĕ



Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян саккăрмĕш класра «И.Я. Яковлев тата унăн вĕренекенĕсем» ятпа уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем Иван Яковлевич пурнăçне тата пултарулăхне тарăннăн пĕлнине кăтартса пачĕç. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пуçарнă ĕçĕн вăрлăхĕсем тип çĕр çине ÿкмен. Ҫак урокра ачасем унăн вĕренекенĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç.

Яковлевăн кашни вĕренекенĕ тăван халăхшăн ырми-канми тăрăшнă. Шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче учительсем çеç мар, паллă çыравçăсем – поэтсемпе писательсем, художниксем, наука ĕçченĕсем, чĕлхе тĕпчевçисем, çар çыннисем, политиксем, театр деятелĕсем пулнă. Вĕсем чăваш халăх культурине çÿллĕ шая çĕклес енĕпе вăйне шеллемесĕр ĕçленĕ.

Урокра ачасем тӗрлӗ ӗҫсем пурнăҫларӗҫ. Пурте интересленсех ěçлерěç, лайăх паллăсем илме тивěçлě пулчěç. 

    

Источник: Катмакова Л.А.