Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре асӑнса викторина иртрӗ

Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре асӑнса викторина иртрӗ
Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре асӑнса викторина иртрӗ



Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев чǎваш халǎхĕшĕн мĕн-мĕн тунине каласа та пĕтереймĕн. Çакна тĕпе хурса Асанкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта ака уйǎхĕн 27-мĕшĕнче викторина иртрĕ. Викторинǎна 9 тата 10-мĕш классенче вĕренекенсем хутшǎнчĕç. Вӗсен И.Я. Яковлевпа çыхǎннǎ ыйтусем çине хуравламалла пулчĕ.  Паллах, хуравĕсене пĕлме пĕрре те çǎмǎл пулмарĕ. И.Я. Яковлев хǎçан тата ǎçта çуралнине, ǎçта вĕреннине, мĕнле-мĕнле паллǎ ĕçсем тунине, пурте тенӗ пекех пĕлеççĕ. Анчах та Аслǎ Вĕрентекенĕмĕре Хаким кĕтÿçĕ мĕнле ǎсталǎха вĕрентнине, вǎл вĕреннĕ училище заведующийĕ кам пулнине, И.Я. Яковлев хǎш тǎрǎхра çĕр виçсе çÿренине пĕлекенсем вара сахалǎн.

Анчах та вĕренекенсем викторина ыйтǎвĕсем çине ǎнǎçлǎ хуравларĕç, хǎйсен пĕлĕвне кǎтартма пултарчĕç.


Источник: Чумакова Г.Н.