Савнă ялăм-Асанкасси

Савнă ялăм-Асанкасси
Савнă ялăм-Асанкасси



Шкул çумĕнчи «Хĕвел» лагерьти паянхи куна тăван тăрăха, хамăр яла халалларăмăр. Ачасем «Савнă ялăм-Асанкасси» ятлă презентаципе паллашрĕç. Лагере çÿрекенсем хăйсем те тĕрлĕрен тĕпчев ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вĕсемпе ачасем паян пурне те паллаштарчĕç. Уйрăмах «Денис Гордеев - Асанкасси мухтавлă ывăлĕ», «Ф.Н. Чернов- Совет Союзĕн Геройĕ», «Ял-хуçалăхĕнчи маттурсем» ĕçсене пысăк хак патăмăр.

Паянхи кун, ҫӗртме уйăхӗн 4-мӗшӗнче, пирĕн ентеш, чăваш халăх ҫыравҫи, журналист Денис Викторович Гордеев çуралнă. Кăҫал вăл 85 ҫул тултарать. Ăна халалласа кӗнеке выставки йӗркелерӗмӗр. Копташкина О.Н. воспитатель писателĕн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ачасем нумай çĕнни  пĕлчĕç.

  

          

Источник: Калюкова А.Н.