Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр



Чӑваш чӗлхи -

Эс ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах,

Хӗрӳ те хӳхӗм, хӗвелпе танах, 

Чуна пырса тивет кашни сӑмах.

                         Юрий Сементер  

 

«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни, çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев. 

6-мӗш класра «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăййăн тĕллевĕ— ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕншĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне пуянлатрӗҫ.


  


Источник: Чумакова Г.Н.