И.Я.Яковлев вулавӗсем

И.Я.Яковлев вулавӗсем
И.Я.Яковлев вулавӗсем



Шкулта чăваш чĕлхи эрни хĕрсех пырать. Паян кӗҫӗн классенче вӗренекенсем И. Я. Яковлев калавĕсене вуларӗҫ. Вӗренекенсене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури», «Автан», «Кашкăрпа сурăх путекки» тата «Лаша шырани» калавсем килĕшрĕç. Ӑсчахăмăрăн калавĕсем пурте лайăха тата ырăна çеç вĕрентнине палăртрĕç ачасем.

И.Я. Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

 

  

  


Источник: Копташкина О.Н.