Пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр: "Ҫирӗп ҫемье мӗнле тумалла?"

Пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр: "Ҫирӗп ҫемье мӗнле тумалла?"
Пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр: "Ҫирӗп ҫемье мӗнле тумалла?"



Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2024 çула Раççейре ҫемье çулталăкĕ тесе йышӑннӑ. Кун ҫинчен калакан хушура палăртнă тăрăх, çак йышăнăва çемьесен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе, патшалăх политикине анлă сарас тĕллевпе тунă.

Ачан воспитани илесси ҫемьерен пуҫланать. Шӑпах кил-йышра ачан ӑс-хакӑл культурин никӗсĕ хывӑнать те. Лайӑх ҫемье ачана тӗрев парать, ҫак тӗнчере ҫирӗпленме пулӑшать, пурнӑҫ тӗрекне туйма май парать. Туслӑ та çирĕп ҫемьере никам та никама та кӳрентермест.

Асанкасси вӑтам шкулти вĕренекенсемпе "Ҫирӗп ҫемье мӗнле тумалла?" тема тавра калаçу иртрӗ. Калаçӑвӑн тĕп тĕллевĕ çемьери хутшӑнусем пирки пулчĕ. "Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулмалла тата вĕсене питĕ хытă юратмалла", - тенӗ Г.Н. Волков академик. Паллă психолог тата вĕрентекен И.С. Кон та çак шухăшах çирĕплетет. "Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕрек тата хавхалантаракан çăлкуç пултăр, унсăрăн çамрăксем пĕччен, хÿтлĕхсĕр тăрса юлĕҫ", - тет вăл.

Телей вăл – тулли те çирĕп çемье. Çемье – кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл хитре те телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ӱссен те вĕсем тĕрĕс те тӱрĕ çул çинчен пăрăнас çук. Çĕр-шыва юрăхлă çын пуласси те никамран та мар, чи малтан çемьерен килет.

Ҫемье вӑл - тӗрек, телей утравӗ, 

Ҫемье - патшалӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ. 

Ҫемье вӑл - атте-аннен юратӑвӗ, 

Ҫемье - кашнин юратнӑ кӗтесӗ.

"Ҫемьере кашнин пĕр-пĕриншĕн тӗрек тата хӳтлӗх пулмалла",- тесе пӗтӗмлетрӗҫ юлашкинчен ачасем.


Источник: Копташкина О.Н.

Фотогалерея