"Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши" литература сехечӗ иртрӗ

"Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши" литература сехечӗ иртрӗ
"Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши" литература сехечӗ иртрӗ



Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр, 

Ҫӗршывӑн хастар ачисем.

Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр,

Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен.

                                           (Ҫеҫпӗл Мишши)     

Умра - черетлӗ паллӑ кун: 2024-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ахаль поэт мар вӑл - хӑй халӑхӗ ятӗнчен пӗтӗм тӗнче умӗнче сӑмах калама хӑраса тӑман кӑвар чӗреллӗ генилле поэт, революци кӗрешӳҫи, сӑвӑ ҫырма вӗрентекен правилӑсен авторӗ т.ыт.те.

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Асанкасси ял библиотекинче кӑвар чӗреллӗ поэт Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ "Кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши" литература сехечӗ иртрӗ. Унта вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ҫеçпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп енӗсемпе чӑваш чӗлхине вӗрентекен Г. Н. Чумакова презентаци кӑтартса паллаштарчӗ. Унӑн сӑввисене вуласа пачӗ.

Вӗренекенсем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене илемлӗн вуласа янӑраттарчӗҫ.


Источник: Чумакова Г.Н.

Фотогалерея